Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Иван кукăлĕ


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пĕррехинче Иванăн кукăлĕ çухалнă. Вăл вара çул çине шырама тухса кайнă. Çул çинче ăна тислĕк катăкĕ тĕл пулнă:
    — Ăçта каятăн, Иван?
    Иван хăй хуйхине йăлт каласа панă.
    — Манăн санпа пыма юрать-и? — ыйтнă тислĕк катăкĕ.
    Иван ăна илсе кайма килĕшнĕ. Çул çинче вĕсене йĕп тĕл пулнă.
    — Ăçта каятăн, Иван? — тенĕ йĕп.
    Иван каллех хăй хуйхине пĕлтернĕ. Вара йĕп те пĕрле пыма тархасласа ыйтнă. Иван ăна та пĕрле илнĕ. Вара вĕсем виççĕн шăкăлтатса калаçса пынă.
    Унччен те пулман — вĕсене хирĕç çĕçĕ тĕл пулнă.
    — Ăçта каятăр, Иван тус? — ыйтнă çĕçĕ.
    Иван кукăль шырама кайни çинчен пĕлтернĕ.
    — Мана та пĕрле илсе кай-ха, — тенĕ çĕçĕ.
    Иван килĕшнĕ. Пырсан-пырсан, вĕсене пĕр пӳрт курнах кайнă. Вĕсем пурте пӳрте кĕнĕ. Анчах пӳртре никам та пулман. Тислĕк катăкĕ кăмака умне шыв патне выртнă. Йĕппи сак çине тăрăнса ларнă. Çĕççи кăмака хыçне Иванпа пытаннă.
    Çапла вырнаçса пĕтнĕ-пĕтменех вупăр карчăкĕ çитсе те кĕнĕ, алăкăн-тĕпелĕн утнă. Кăмака умне те шăлĕсене шăтăртаттарса пынă. Тислĕк катăкĕ шыв витрине кăтах тĕкнĕ. Шыв тăкăннă та, вупăр карчăк урайне шеплетнĕ. Аран-аран тăрса, сак çине ларнă. Йĕппи чак тăрăннă. Вупăр карчăк шари кăшкăрса янă. Çĕççи кăмака хыçăнчен чалт! сикнĕ те вупăр карчăк чĕри тĕлиех тăрăннă. Вупăр карчăк вилсех кайнă.
    Иван кăмакана пăхнă та — сар кукăль курăнсах кайнă. Туртса кăларнă та кукăле, илсе, килне васкасах утнă.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки